
Атӑл тӑрӑхӗнчи вак халӑхсене ҫутта кӑларассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 175 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ ыран, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Раҫҫейӗн патшалӑхӑн истори библиотекинче (Мускав) «Гений места. Технология работы с наследием И.Я. Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» ятпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел ирттерӗ.
Унта республикӑн культура министрӗ Светлана Каликова; маларах асӑннӑ Мускаври ҫав вулавӑш директорӗ, педагогика наукисен кандидачӗ Михаил Афанасьев; Раҫҫейӗн наукӑсен академийӗн ӗҫченӗ, философи наукисен кандидачӗ Юрий Черный; Мускаври чӑваш культурин обществин правленийӗн председателӗ Лира Смирнова; Мускаври, Чӑваш Енри, Чӗмпӗр облаҫӗнчи патшалӑх музейӗсен, архивсен, вулавӑшсен специалисчӗсем хутшӑнӗҫ.

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Языковая ситуация в Чувашской Республике» (чӑв. Чӑваш Республикинчи чӗлхе лару-тӑрӑвӗ) ҫавра сӗтел ирттерӗҫ. Ӑна И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине тата Тӗп халӑхсен чӗлхисен пӗтӗм тӗнчери вунӑҫуллӑхне халаллӗҫ.
Ларӑвӑн модераторӗ — филологи наукисен докторӗ, ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн деканӗ Алёна Иванова.
Ҫавра сӗтел вӑхӑтӗнче гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем: истори наукисен докторӗ Иван Бойко, филологи наукисен кандидачӗсем Артём Гаврилов тата Алевтина Долгова — тухса калаҫӗҫ.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Научное наследие Н.И. Ашмарина» (чӑв. Н.И. Ашмаринӑн ӑслӑлӑх еткерӗ) ҫавра сӗтел ирттерет.
Ун вӑхӑтӗнче «Н.И. Ашмарин – корифей чувашской филологии» монографие сӳтсе явӗҫ. Темиҫе автор хатӗрленӗ ҫав ӗҫ 2020 ҫултах кун ҫути курнӑ-ха. Монографие 2022 ҫулшӑн ӑслӑлӑхпа техника енӗпе Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ.
Ҫавра сӗтеле ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пуҫтарӑнӗҫ.

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Музыка композицийӗн ӳнерӗнчи чӑваш халӑх юрри» ятпа ҫавра сӗтел иртӗ. Вӑл ыран, ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 15 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннисем Л.И. Бушуеван «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографине сӳтсе явӗҫ. Кӗнеке 2021 ҫулта кун ҫути курнӑ.
Асӑннӑ ӗҫе, сӑмах май каласан, Чӑваш Республикин литературӑпа ӳнер енӗпе пашалӑх премине илме тӑратнӑ.
Ҫавра сӗтелте искусствоведени кандидачӗ Антонина Мордвинова тата ыттисе мтухса калаҫӗҫ.

Иван Тенюшев журналист, педагог, ӑсчах тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «ҫавра сӗтел» иртнӗ. Унта Иван Тенюшевӑн ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем тата студентсем пуҫтарӑннӑ.
Иван Яковлевич Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Педагогика училищинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче, Партин аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. Ялти шкулти учительтен ӗҫ биографине пуҫӑннӑскер хаҫат-журналта та ӗҫленӗ, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата «Булгар» издательствӑн директорӗ пулнӑ. Чылай ҫул ЧПУра студентсене вӗрентнӗ.

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш Енри халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Чувашские национально-культурные объединения: вчера, сегодня, завтра» (чӑв. Чӑвашсен наципе культура пӗрлешӗвӗсем: ӗнер, паян, ыран) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна республикӑра иртекен Ентешсен «Знай наших» (чӑв. Хамӑрӑннисене пӗл) форумне йӗркеленӗ май ирттернӗ.
Унта палӑртнӑ тӑрӑх, чӑвашсен федераци шайӗнчи культура автономине йӗркеленӗренпе 22 ҫул ҫитнӗ. Культура министрӗ Светлана Каликова каланӑ тӑрӑх, республикӑра асӑннӑ культура автономийӗн тата Чӑваш наци конгресӗн майӗсемпе усӑ курса наци культурине, йӑли-йӗркине, чӗлхине упраса хӑварас тӗллевпе ӗҫлемелле. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи национальноҫсен канашӗн йышне кӗресшӗн.

Юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «Проблемы этнографии и этнологии чувашского народа (середина XIX – конец XX в.)» (чӑв. Чӑваш халӑхӗн этнографийӗпе этнологийӗн ыйтӑвӗсем (XIX ӗмӗрӗн ҫурри — XX ӗмӗр вӗҫӗ) ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Ӑна Пётр Фокин этнограф ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Мероприятие институтӑн истори, филологи тата искусствоведени енӗпе ӗҫлекен специалисчӗсем хутшӑннӑ.
Ларӑва институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Геннадий Николаев (вӑл — истори наукисен кандидачӗ) уҫнӑ.
Пётр Фокин (1947–2007) – истори наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Мускаври патшалӑх университетӗнче историпе филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче ӗҫленӗ. 90 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн (монографисен, сборниксемпе статьясен) авторӗ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн конференц-залӗнче «Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхӗнче ӳкерӗннӗ чӑваш тӗнчи» ятпа ҫавра сӗтел иртнӗ. Унта тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ.
Наци вулавӑшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятире Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институчӗн ӗҫченӗсем — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Виталий Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Ирина Кириллова, Вера Никифорова, Ирина Софронова — Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне тӗрлӗ енчен хакланӑ.
Тухса калаҫакансем хушшинче ҫавӑн пекех Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Ольга Куликова, ЧР Наци вулавӑшӗн наци литературипе библиографи пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров пулнӑ.

Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче «ҫавра сӗтел» иртрӗ. Унта кинорежиссер, продюсер, сценарист Степан Бурнашёв хутшӑннӑ. Мероприятие Шупашкарта иртекен XV пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль май йӗркеленӗ.
Степан Бурнашёв никама пӑхӑнман кинона сарасси тата проката кӑларасси ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Пӗчӗк бюджетлӑ кино пахалӑхӗпе начаррине пӗлтермест. Пысӑк бюджетлӑ фильмсемпе танлашма, вӗсемпе ӑмӑртма кирлӗ мар. Маншӑн фильмра чи пӗлтерӗшли — истори», — палӑртсе хӑварнӑ хӑна.

Ҫӗрпӳ районӗнчи ял тӑрӑхӗсен тӗп вулавӑшӗнче ӗнер «Родной язык — отца и матери язык» (чӑв. «Тӑван чӗлхе — атте-анне чӗлхи») ҫавра сӗтел иртнӗ. Мероприятие чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» район хаҫачӗн корреспонденчӗсем, библиотекарьсем, ҫавӑн пекех шкул вӗренекенӗсем хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех ҫавра сӗтелте ҫыравҫӑ, поэт тата таврапӗлӳҫӗ, Ҫӗрпӳ районӗн Хисеп гражданинӗ Александр Ильин пулнӑ.
Ҫавра сӗтеле вулавӑш директорӗ Светлана Смирнова уҫнӑ. Мероприятин ытларах пайне Александр Моисеевич Ильинпа ирттернӗ калаҫу йышӑннӑ. Хутшӑнакансене унӑн пӗрремӗш кӗнеки мӗнле ятпа тухни, пултарулӑх анинчи йывӑрлӑхсем тата ытти те кӑсӑклантарнӑ.
Ҫавра сӗтел хыҫҫӑн хутшӑнакансем «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи вуланакан кӗнеке» кӗнеке куравӗпе паллашнӑ.
